В материале рассказывается о непростой судьбе получателя соцуслуг отделения социльного обслуживания на дому граждан пожилого возраста и инвалидов № 1 Комплексного центра социального обслуживания населения г. Чебоксары Александре Акрамовской.
Шупашкарти Александра Акрамовская упăшки вилнĕ хыççăн 30 çул ытла Çĕнĕ çула пĕччен кĕтсе илет. 90-а çитнĕскер кăçал та хваттерне илемлетме ÿркенмен.
Пурнăç пурăннисем пĕлеççĕ
Шура Иркутск облаçĕнче çуралнă. Вăл — Константин Львовичпа Анастасия Михайловнăн тăваттăмĕш ачи. Ашшĕпе амăшĕ Çĕпĕре пĕртăванĕсемпе, икĕ ывăлĕпе чăваш ялĕнчен, Етĕрне районĕнчи Советски салинчен, тухса кайнă. Кулак тесе айăпланнисен шăпи кĕтесрен хăранипе кил-çуртне пăрахса хăварнă. Кайран вĕсен пÿртĕнчен почта уйрăмĕ туса хунă. Настя тăван çĕршывшăн тунсăхласа вĕçĕм макăрнă, пурнăçĕ те ют çĕрте çăмăлах пулман. 1932 çулта Акрамовскисем каялла таврăннă. Шура ун чухне çулталăк та сакăр уйăхри ача пулнă. Ашшĕне сыхлама-йĕрлеме пуçласан çемье Муркаш районĕнче вăрманта хÿтлĕх тупнă, лесник пÿртĕнче кун кунланă. 47-ри Константин Львович шăнса пăсăлнипе 3 уйăх тăраймасăр выртнă, ӳпке шыççинчен вилнĕ. Упăшкинчен 17 çул кĕçĕн Настя виçĕ ачипе тăлăха юлнă. /Вĕсен пĕр ывăлĕ пĕчĕклех вĕри шывпа пиçсе кайса çут тĕнчерен уйрăлнă/. Константин Настьăна, Элĕк хĕрне, 15-ре чухне качча илнĕ. Вĕсем улахра паллашнă, пĕрре курсах килĕштернĕ. Константинăн куç хывса хунă тепĕр икĕ хĕр те пулнă: пĕри тухтăрта ĕçленĕ, тепри те ахаль-махаль чухăн пике пулман. Настьăна курнă хыççăн йĕкĕт вĕсем патне çӳреме пăрахнă. Константин авланнă хыççăн хĕр врач Настя патне киле те пынă, уйрăлма ыйтнă. Унăн упăшкине питĕ хытă юратнине каланă. Умлăн-хыçлăн ача çуратнă Настя хăйĕн телейне çынна паман.
Мăшăрне пытарнă хыççăн Настя йăмăкĕ патне Элĕке кайнă. Тоня шкулта завучра ĕçленĕ, вăл аппăшне тирпейлӳçе вырнаçтарнă. Вĕренӳ мастерскойĕнче пĕчĕк çеç пÿлĕм уйăрса панă. Пĕр краватьпе шкап ларакан çĕрте виçĕ ачипе епле вырнаçнине калама хĕн. Настя шкулсăр пуçне ШĔМ уйрăмĕнче те урай çунă. Унтан ăна хваттерпе тивĕçтернĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Элĕке те эвакуаципе чылаййăн килнĕ. Анастасия Михайловнăна вĕсене вырнаçтармашкăн шаннă. Шкул хыççăн Шура Шупашкарти пединститутăн литература факультетне вĕренме кĕнĕ. Ача чухне йывăр условисенче пурăнни витĕм кÿнĕ-тĕр — хĕрĕн астма пуçланнă. 2-мĕш курсра вĕренме пуçласанах Шурăна васкавлă медпулăшу машинипе илсе кайнă. Больницăра икĕ эрне выртса тухсан та вăл йĕркеллĕ сывлайман, утайман. Портфеле те ăна тусĕсем йăтса панă. Йывăр пулнăран Шура пуçне парта çине хурса ларнă. «Ан нушалан, аслă пĕлÿсĕр те пурăнаççĕ», — тесе амăшĕ хĕрне яла илсе килнĕ. Вĕреннĕшĕн тÿлемешкĕн амăшĕн укçа çитсе пыман. Çийĕнчи пÿс кĕпесĕр пуçне хĕрĕн тăхăнмалли те пулман. Шкулта чухнех Шура хастарлăхĕпе палăрнă, концертсенче юрланă, мероприятисене хутшăннă. Районта ăна пĕлнĕ, палланă. Хуларан таврăнсан ăна райком секретарĕ чĕнсе илнĕ те икĕ ĕç сĕннĕ: статист тата библиотекарь. Вăл вулавăша суйланă.
Александра райком секретарĕн ывăлне Реджинальда качча тухнă. Хусанти авиации институтĕнче вĕренекенскерпе ташă каçĕнче паллашнă. Вăл каникула Элĕке килсен клуба тухнă, хĕре ташлама кăларнă. Яш вальс ташшинче лайăх çаврăнни Шурăна килĕшнĕ. Каччăн ашшĕ — чăваш, амăшĕ пушкăрт хĕрарăмĕ пулнă. Вĕсем ывăлне Альдик тесе чĕннĕ. Çамрăксемшĕн те, Шурăшăн та вăл — Алик. Хĕрпе каччă виçĕ çул çырусем çÿретнĕ, анчах туйăмĕсене уçман. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн е Днепропетровска, е Уральска ярассине пĕлтернĕ. Кирек ăçта пулсан та вăл пĕччен мар, арăмпа каясшăн-мĕн. Алик Шурăна качча тухма ыйтнă. Илемлĕ те хаваслă пикене мăшăр тăвас текен тепĕр икĕ каччă та пулнă. Амăшĕ ăна Алика качча пама килĕшмен. Пулас хунямăшĕ ытла чăнкă имĕш, яш хăй те кăмăлĕ тĕлĕшĕнчен ăмсанмаллискерех маррине вăл сиснĕ. Каникула килсен Алик ÿсĕр пуличчен ĕçнине те куркаланă. Шурăна Алик пурпĕр килĕшнĕ. Вĕсем вăрттăн кайса çырăннă та кайран киле иккĕн пырса амăшне пĕлтернĕ. «Ларса макăрăн-ха. Качча кайрăн пулсан — пурăн, мана ан евитле», — тенĕ амăшĕ. Пурнăç пурăнса курнисем пĕлеççĕ çав, анчах çамрăксем итлеççĕ-и? <...>
Алина ИЛЬИНА.