Укçан пулăшнă ("Хыпар", 12.04.2023 г.)

Укçан пулăшнă ("Хыпар", 12.04.2023 г.)

91 çулти Анна Замкова ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшма укçа куçарнă.

Муркаш тăрăхĕнчи Çĕнĕ Матьăк ялĕнче çуралнăскер «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале тивĕçнĕ. Кайран Шупашкарти 1-мĕш трест столовăйĕнче савăт-сапа çăваканран суту-илÿ пайĕн пуçлăхне çитнĕ. Анна Замковăна ача çуратма пÿрмен. Халĕ ăна тăванĕ, социаллă ĕçчен пăхаççĕ. 

Ырă чĕреллĕ хĕрарăм «Пĕрле» фонда икĕ хут 5-шер пин тенкĕ хывнă.



Хыпар
14 апреля 2023
15:28
Поделиться