Ăшă тумтирпе пĕрлех йĕркен-йĕркен чунтан тухакан сăмахсем

Шупашкарти кĕмĕл волонтерсем ҫĕршывĕпех пыракан "Тепло для героя" акцие хастар хутшăнаҫҫĕ. Тĕп хулари халăха социаллă пулăшу паракан центра ҫÿрекен кинемисен ушкăнĕ ал ĕҫ тума час-часах пĕрле пухăнать. 

Ҫулла хӑйсен аллипе ҫыхнӑ япаласене Донбаса та пӗрре мар ӑсатнӑ вӗсем. Ытларах ачасем валли ҫыхнӑ та ҫӗленӗ. Раҫҫейри акци кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче вӑй илнӗ те нарӑсӑн 23-мӗшчен пырӗ. Ҫак хушӑра тӑван ҫӗршывӑн хӳтӗлевҫисене парнепе савӑнтарӗҫ ватӑсем. "Ҫыхма пӗлетпӗр те юрататпӑр, тивӗҫлӗ канура вӑхӑчӗ ҫителӗклӗ. Капла ушкӑнпа пухӑнса ӗҫлени чуна та ҫӗклет, салтаксемшӗн те - пӗчӗк пулӑшу", - теҫҫӗ кинемисем. Ӗҫ кал-кал пырать - посылка часах тулса ҫула тухма хатӗрленет. Ку вӑл волонтерсем хамӑр салтаксем патне ӑсатнӑ пӗрремӗш парти мар. Ҫак тарана ҫитсе миҫе мӑшӑр нуски ҫыхнине шутламан та вӗсем. "Пирӗн алӑсен ӑшши, чунри ырӑлӑх ҫапӑҫу хирӗнчи паттӑрсене вӑй патӑр, хавхалантартӑр", - палӑртаҫҫӗ кинемисем. 

Акци пынӑ хушӑра кашниех ҫыру та шӑрҫаланӑ. Тӑван киле тӗрӗс-тӗкел, ҫӗнтерӳпе таврӑнма суннӑ. 

Ку вӑл "Единая Россия" парти проекчӗ пулнӑ май унӑн хастарӗсем волонтерсене пулӑшсах тӑраҫҫӗ. Хальхинче Чӑваш Патшалӑх Канашӗн председателӗн ҫумӗ Виктор Горбунов кинемисемпе тӗл пулса вӗсен ӗҫӗпе кӑсӑкланчӗ, ырӑ пуҫарӑва хутшӑннӑшӑн тав турӗ. Малашне ӗҫлеме кирлӗ хатӗрсемпе те тивӗҫтерчӗ.

Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова 



ГТРК "Чувашия"
23 января 2023
11:17
Поделиться