Питре йăл кулă çуралать (газета "Чăваш хĕрарăмĕ", № 45 (1273) от 17 ноября 2022 г.)

Шупашкарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта пурнăç вĕресе кăна тăрать. Кунта çÿрекен ватăсемпе сусăрсем валли специалистсем мĕн тĕрлĕ кăна киленĕç шухăшласа тупмаççĕ пулĕ! Юрлас-ташлас килет-и — тархасшăн. Капăр япала тума ăста-и — ыттисене вĕрентме май пур. Алла йĕппе çип тытса алса-нуски çыхса е тĕрĕ тĕрлесе курманнисене те ку ĕçе туххăмрах хăнăхтараççĕ. Кулленхи пурнăçра спорт пысăк вырăн йышăнмаллине те манмаççĕ. Ахальтен-и тивĕçлĕ канурисемпе хускану та тăваççĕ, уçă сывлăша тухса скандинавсен мелĕпе те утаççĕ.
Тепĕр тесен, алла патак тытса утни кăна мар, уçă сывлăшра пулни те сывлăхшăн усăллă. Урамра çÿренĕ май кăмăла çĕклемелли самантсем тупăнсан — уйрăмах. Çакна шута илсех комплекслă центра çÿрекенсемпе пĕрле уçăлмашкăн профессионал фотограф тухнă. Асанне-кукамая çут çанталăк ытамĕнче асăнмалăх сăн ÿкерни çав тери хăпартлантарнă.
Ирина Вершинская психолог каланă тăрăх, фототерапи кăмăл хуçăлнине, çын хăйне япăх туйнине, вăтаннине ирттерме пулăшать. Куç йăл çиçме тытăнать, питре йăл кулă çуралать.
Татьяна НАУМОВА.