Йывăр самантра пулăшма (Хыпар, 23.11.2013)

Шупашкарти халaхaн социаллa ыйтaвeсене тивeçтерекен центр ача-пaчана, ватaсене пулaшу кÿнине чылайaшe пeлет. Йывaр лару-тaрaва лекнe хeрарaмсене те йышaнаççe кунта.

Вaрттaнлaх мар: çeр-шывaмaрта арçынсемпе хeрарaмсен прависене тахçанах пeр пеклетнe пулин те этемлeхeн черчен çурри хушшинче вaйлин пусмaрла витeмне тÿсекен çав-çавах пур-ха. Çемье пуçe хaш-пeр кил-йышра чaн-чaн хуçа пулнине палaртассишeн аллине ирeке яни тeл пулать. Хeрарaм, кирек хaçан та чи малтанах ачисемшeн яваплaха туяканскер, хÿтлeх шырать. Йывaр чухне никамран пулaшу ыйтма аптaракансемшeн асaннa центр çaлaнaç утравe пекех. Кунта aна йышaнeç, нуши пирки пeлeç, психолог малашне мeн тумалли пирки сeнÿ-канаш парe.

Нумаях пулмасть, Амaшeсен кунe умeн, социаллa пулaшу центрeнче йывaр лару-тaрaва лекнe хeрарaмсен уйрaмe уçaлчe. Малашне кунта пурнaç авaрeнчисем консультаци илме анчах мар, вaхaтлaх пурaнма та пултарeç.

Обществaшaн пeлтерeшлe çак уйрaма уçма Чaваш Республикин Министрсен Кабинечeн Председателeн çумe - сывлaх сыхлавeпе социаллa политика министрe Алла Самойлова тата Республикaри Хeрарaмсен канашeн ертÿçи Ольга Зайцева хутшaнчeç.

Тeрeссипе, кунашкал уйрaм Шупашкарта маларах та пулнa. Шел те, aна хaш-пeр сaлтава пула хупма тивнe. Анчах пурнaç хeрарaма хÿтeлемелли çурт кирлех пулнине çирeплетнe. «Тинех кeтнe «парнене» кeтсе илтeмeр», - терe Ольга Юрьевна.

Кризис центрeсем теççe кун пеккисене çeр-шывра. Кризис тени «йывaр» тениех. «Çeнe уйрaм кaткaс лару-тaрaва кaшт çaмaллатма та пулин пулaштaр. Йывaрлaхсем сахалланччaр», - хeрлe хaйaва касас умeн чунтан ыррине сунчe Алла Владимировна.

Комплекслa центрaн директорe Рената Федорова пухaннa хaнасене çeнe стационарпа паллаштарчe. Санитари пÿлeмe, кухня, столовaй, канмалли пÿлeм... Çитeннe çынсем валли - 6 вырaн, ачасем валли 3 вырaн уйaрнaскерте мeн кирли йaлтах пур. Усa курмалли япала /савaт-сапа, кeпе çумалли машина, утюг.../ çителeклe. Хÿтлeх тупнa çынна кунта çулталaкра 90 кун пурaнтарма пултараççe. Хальлeхе уйрaмра ачаллa икe хeрарaм хÿтлeх тупнa. Пeрин - пeр, теприн - икe тeпренчeк.

Ларисaна /ятсене улaштарнa/ шaпа пурaнмалли кeтес çуккипе кунта илсе çитернe. Шупашкартах çуралса ÿснe вaл. Ашшe те, амaшe те çук çамрaк хeрарaмaн. Кукамaшeпе уйрaм çуртра пурaннa. Ватa çын вилнe, çурчe пурaнма юрaхсaр. «Асанне патне вара унта пурaнакан тaвансем кeртмеççe. Шкул пeтерсен каччaпа паллашрaм та ун патне урaх хулана пурaнма куçрaм. Хeр çуралчe. Кeçех Аня виççe тултарать. Юрaпа çырaнман эпир, пeрле нумай та пурaнмарaмaр. Каярах Славaпа паллашрaм. Кeçeн хeрeме Ленaна çуратрaм. Вaл - çулталaк та виçe уйaхра. Пeр çул аванах пeрле пурaнтaмaр. Ахaртнех, арçынран питe çирeп ыйтакан йышшисенчен эпe - Славaпа та вaрçaнса кайрaмaр. Вaл вара Мускава тухса кайрe. Унпа хваттер тара тытнaччe, халe манaн кун пек майпа пурaнма укçа-тенкe çук», - чунне уçрe 25 çула та çитмен хeрарaм.

Кaткaс лару-тaрaва лекнe хeрарaмсен уйрaмeн ертÿçи Любовь Иванова Ларисaна упaшкипе мирлештерме тaрaшассине систерчe. «Пeр-пeрне aнланман самант кирек хaш çемьере те сиксе тухма пултарать. Тÿрех касса татма кирлe мар. Ача ашшe eçкeç е çапкаланчaк мар пулсан - пушшех», - терe вaл. Паллах, пурнaçра арçын хул пуççийe çине кaна шанни çителeксeр пулe. Вaхaт иртe, акa Ленaна та садике çÿретме май килe. Ун чухне Ларисaн eçе вырнаçас пирки шухaшлама тивe. Aшa йaва çавaрасси тaрaшмасaр пулмастех.

Хыпар от 23 ноября 2013 года



23 ноября 2013
14:34
Поделиться