Йывăрлăхра “шанăç телефонĕ” пулăшать ("Çамрăксен", 15.11.2013)

 Ĕмĕр ирттересси ĕшне витĕр тухасси мар. Этемĕн пурнăçра хуйха-суйха та, савăнăçа та, пĕчченлĕхе те, мăшкăла та... тÿсме тивет. Йывăрлăхпа куçа-куçăн тĕл пулнисем канăçа çухатаççĕ, тепĕр чухне кăткăс лару-тăруран тухма май çуккине туйса пурнăçпа сыв пуллашма васкаççĕ. Ытларах чухне хĕрарăм хур курать - вăл йăлтах çывăха илет-çке. Шăпах вĕсене пулăшас тĕллевпе Шупашкар хулин халăхăн социаллă ыйтăвĕсене татса паракан комплекслă центрта йывăр лару-тăрăва çакланнă хĕрарăмсене пулăшмашкăн ятарлă уйрăм уçнă. Кăçалхи авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа унта «шанăç телефонĕ» ĕçлет.

Ют хулара, пĕччен... Мĕн тумалла?

    Центр директорĕ Ренада Федорова пĕлтернĕ тăрăх - чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне «шанăç телефонĕпе» 26 çын пулăшу ыйтса шăнкăравланă. Чи çамрăкки - 25 çулта, чи асли 48-та пулнă. Хĕрарăмсем мĕнле ыйтупа шăнкăравланă-ха? Вĕсене мĕн пăшăрхантарнă?

    Çут çанталăкăн черчен пайне ытларах чухне мăшăрĕ ăнланманни, юттипе вырăн ăшăтни, алă çĕклени кулянтараççĕ. Акă 38 çулти хĕрарăм упăшкинчен уйрăлнине пĕлтернĕ, ăна çул çитмен ывăлĕ ашшĕпе юласшăнни канăçсăрлантарать. «Ача амăшĕпе пĕрле пурăнма хирĕçленине мĕнле ăнланмалла? Çакна мĕнле йышăнмалла?» - ыйтнă вăл специалистран. Центр психологĕ хĕрарăма ывăлне вăхăтлăха ашшĕ патĕнче пурăнмашкăн ирĕк пама сĕннĕ. Вăл пĕр хушă пĕрле кун кунланă хыççăн малтанхи мăшăрĕ те, ачи те çемьене хĕрарăм кирлине ăнланасса пĕлтернĕ. Ывăла пĕччен воспитани пама тем тесен те йывăр. Çавăнпа, психолог шухăшĕпе, кунта арçыннăн çирĕп сăмахĕ те кирлĕ.

    «Çĕнĕ кайăк» килни кашни çемьешĕнех чи савăнăçлă самант пулмалла пек туйăнать, анчах, шел те, пур чухне те унашкал мар. Нумаях пулмасть «шанăç телефонĕпе» 25 çулти хĕрарăм шăнкăравланă. Вăл икĕ ачана пĕччен çитĕнтернине пĕлтернĕ. Кĕçĕнни икĕ уйăхра çеç-ха. Ача ашшĕ «çухалнă». Вăл çывăх çыннисемпе пĕр чĕлхе тупаймасть. Çамрăк хĕрарăм пурăнма вăй-хал та, кăмăл та çуккине пĕлтернĕ, йывăр çак лару-тăруран тухмашкăн пулăшу ыйтнă. Центр психологĕ ăна ача ашшĕпе çыхăнма ыйтнă, унпа курнăçса калаçма сĕннĕ. Тĕпренчĕксем çитĕнеççĕ, вĕсем ашшĕ камне пĕлесшĕн пулаççех. Çавăнпа çамрăк хĕрарăма арçынпа çыхăнăва йĕркелеме сĕннĕ.

    Центр психологĕ Марина Андреева каласа кăтартнă тепĕр тĕслĕх те чуна пырса тиврĕ. 48 çулти хĕрарăм хăйĕн кун-çулĕнче йывăрлăхне пайтах курнă. Хунямăшĕпе пĕр чĕлхе тупайман, упăшки кашни ÿсĕрĕлмессерен хĕненĕ. Пĕтĕмпех чăтнă вăл, хĕрĕ телейлĕ пуласса шаннă. Анчах каçхи пĕр шăнкăрав унăн ĕмĕчĕсене татнă. Виçĕ çул пĕрле пурăннă хыççăн кĕрĕвĕ хĕрĕ çине алă çĕкленĕ. Çитĕннĕскер ют хулара, пĕччен. Çывăхра пĕр юлташ та, тăван та çук. Амăшĕн чĕри çурăлса тухасла ыратнă. Вăл ун патне кайма шухăш тытнă, анчах çав самантра чунне никампа калаçса пусарма пĕлменрен «шанăç телефонĕпе» шăнкăравланă.

    Чăннипех те, пурнăç хÿри пăрăнăç. Пĕр самантра çемье арканма та, тус-юлташ пăрăнса утма та пултарать. Ÿсĕр упăшка хĕнерĕ, кăвак куçпа çын умне тухма тивет, хуйха никампа пайлаймастăр пулсан «шанăç телефонĕ» /номерĕ - 53-42-94/ пурри çинчен аса илĕр. Кашни хĕрарăм телее тивĕç. Темĕнле йывăр лару-тăруран та тухма май пур. Центр специалисчĕсем сирĕн ыйтăвăрсене 8 -тан пуçласа 17 сехетчен уçăмлатĕç. Ренада Федорова пĕлтернĕ тăрăх - паянтан «шанăç телефонне» талăкĕпех ĕçлемелле тăвасшăн.

 

Прокат пÿлĕмĕнче 35 тĕрлĕ япала

    Центр пĕчĕк тупăшлă çемьесене, пепкене пĕччен çитĕнтерекен амăшĕсене пулăшас енĕпе те нумай ĕçлет. Пĕлтĕртенпе унта ача-пăча япалисене тара пама тытăннă. Ку ĕç спонсорсем пулăшнипе тата хула çыннисем пырса панă хатĕр-хĕтĕр пуррипе йĕркеленнĕ. Паянхи кун унта 35 тĕрлĕ япала, вăл йышра - ача кÿми, шыва кĕртмелли ванна, пĕчĕк сĕтелпе тенкел, кравать, çунашка, тетте, тумтир... Çаксене туянма май çук тăк центра пырса ачана кирлĕ япаласене вăхăтлăха памашкăн ыйтма пулать.

    Йывăр лару-тăрăва çакланнă хĕрарăмсене пулăшакан уйрăм тăтăшах мероприятисем йĕркелет, çĕр-çĕр çынна алă парать. 15 çулти Александра центр алăкне ахальтен уçман. Çул çитменскер çие юлнине пĕлнĕ те ку хыпара ашшĕпе амăшне пĕлтерме хăранă. Чи малтан вăрттăнлăха кукамăшне систернĕ. Иккĕшĕ пĕр шухăшлă пулса хырăм пăрахтарма тĕв тунă. Тухтăрсем чĕре айĕнчи тĕвĕленнĕ тĕпренчĕк 16 эрнене çитнине пĕлсен çакă хĕршĕн каярахпа хăрушлăх кăларса тăратассине пĕлтернĕ. Центр ĕçченĕсем Сашăпа тата унăн ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса калаçнă. Çул çитменскере хырăм пăрахасран хăтарнă. Çывăх çыннисем хĕрне май килнĕ таран пулăшма тытăннă. Çут тĕнчене Рома килнĕ. Паллах, малтанхи уйăхсенче çамрăк амăшне çăмăл пулман. Центр специалисчĕсем Сашăна прокат пÿлĕмĕпе усă курма сĕннĕ. Вăл килĕшнĕ - ача пособийĕ апат-çимĕç туянма та çитмен-çке.

    Ленăн çывăх çыннине амăшĕн прависĕр хăварнипе ача çуртĕнче çитĕнме тивнĕ. 10 тултарсан ăна ялта пурăнакан пĕр çемье опекăна илнĕ. Ют хĕрарăм уншăн амăшĕ пулма тăрăшнă. Хăйĕн тепĕр икĕ ывăл пулнă. Тăлăх хĕр ача тăван амăшĕ пырса илессе кĕтнĕ. 9-мĕш класс хыççăн хĕр ача техникума вĕренме кĕнĕ. Кунта та ăнман ăна: вăл тантăшĕсемпе хутшăнман, преподавательсемпе харкашнă. Пурнăçра тĕрĕс çул тупаймасăр Лена арçынсемпе вырăн ăшăтма пуçланă. 16 çултах унăн çие юлнă. Социаллă центр специалисчĕсем ăна хăйсен хÿттине илнĕ. Халĕ вăл унта пурăнать. Ленăна психолог сĕнÿсем парать. Вăл ытти хĕрарăмпа пĕрле тренинга çÿрет. Центр ĕçченĕсем пулăшнипе вăл çутă малашлăха ĕненме пуçланă.

    Пĕррехинче социаллă центра тивĕçлĕ канури хĕрарăм пынă. Вăл та кунти ĕçченсен умĕнче чунне уçнă. Темиçе çул каялла унăн ывăлĕ пĕр хĕре куç хывнă. Вальăна качча илме чылай йĕкĕт ĕмĕтленнĕ, анчах вăл Вовăна суйланă. Ун чухне яш заводра ĕçленĕ. Кашни шалу илмессерен Вальăна кафене чĕннĕ, чечек çыххи парнеленĕ. Икĕ çултан мăшăр çемье чăмăртанă. Вĕсен ывăл Даниил çуралнă. Вова темиçе ĕçре тăрăшнă. Вальăна вара çур çултан çемье пурнăçĕ йăлăхтарнă. Вăл юлташĕсемпе тĕл пулма, эрех ĕçме тытăннă. Киле таврăнма пăрахнă. Вова арăмне ятланă, çемьене сыхласа хăварма тархасланă. Часах Вальăн тепĕр хут çие юлни паллă пулнă. Ача кĕтни хĕрарăма тĕрĕс çул çине тăма пулăшнă. Анечка çуралнă. Вăл сăнĕпе каснă лартнă Вова. Икĕ ача ашшĕ пысăк шалуллă ĕçе вырнаçнă. Арăмĕ аллине текех черкке тытмасса шаннă, анчах телейлĕ пурнăç нумая тăсăлман - пĕр каçхине Вова ĕçрен таврăнсан арăмĕ çуккине асăрханă. Ачисене асламăшĕ пăхнă. Валя телефонне сÿнтернĕ, килне тепĕр кун çеç таврăннă. Эрех-сăра серепине кĕрсе ÿкнĕскере тĕпренчĕкĕсем те, мăшăрĕ те усал йăларан писме ÿкĕте кĕртеймен. Çемьене опекăпа попечительлĕх пайĕнчи специалистсем килсе тĕрĕсленĕ. Тепĕртакран Валя виççĕмĕш хут çие юлнине пĕлтернĕ. Лиза вăхăтсăр çуралнă. Ăна тÿрех реанимаци уйрăмне вырнаçтарнă. Валя сыватмăшран тухсанах юлташĕсемпе ача «çума» тытăннă. Мăшăрĕ ĕçленĕ хушăра вăл хупахра ларнă. Лизăна сыватмăшран кăларнă чухне те пулман. Вăл килне эрни-эрнипе таврăнман. Пĕррехинче кĕсье телефонĕпе ноутбук çухалнă. Виçĕ ача амăшĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна амăшĕн прависĕр хăварнă, саккуна пăснăшăн колоние ăсатнă. Ачасене халĕ асламăшĕ пăхса ÿстерет. Ашшĕ уйăхсерен алимент тÿлет. Ватă хĕрарăм килĕшÿ алă пуссах прокат пÿлĕмĕнчен ача краватьне илсе кайнă. Унпа тÿлевсĕр усă курма май панăшăн чунран хĕпĕртенĕ.

    Центр ĕçченĕсем çынсене килте тусан пуçтарса выртакан ача япалисене пырса пама ыйтаççĕ. Вĕсем нушаллă çемьесене, ачасене пĕччен çитĕнтерекен хĕрарăмсене çав тери кирлĕ. «Çынна пулăшни çĕре ÿкмест», - тенĕ ваттисем.

Çамрăксен хаçачĕ 15.11.2013



15 ноября 2013
14:22
Поделиться