«Суран канăçсăрлантармасан та вăрçа мантармасть. 1943 çулта лекнĕ снаряд ванчăкĕ халĕ те сулахай хăлха хыçĕнчех», — аманнă вырăна аллипе кăтартнă май калаçрĕ Николай Пискун.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ кăçалхи ака уйăхĕнче 100 çул тултарнă. Пурнăçра нуши-тертне нумай курнă, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă пулин те кĕлетки- çурăмĕ çирĕп, кăмăл-туйăмĕ правур унăн. Хăнасене те хăех кĕтсе илсе ăсатать. Сывлăхне пăхсах тăрать. Алă-ури хытасран кашни кун велотренажер çавăрттарать. 95 çула çитиччен машинăпа та хăех çÿренĕ.

…Николай Иванович Украинăри Житомир облаçĕнчи Городковка ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1942 çулхи чÿк уйăхĕнче унăн салтак ячĕ тухнă. «Эпĕ çав вăхăтра Пенза облаçĕнчи Башмаково районĕнчи Тимирязев ячĕллĕ совхозра ĕçлеттĕм. Повестка пачĕç. Çар комиссариатне каймалла. Унта çитме — 20 çухрăм. Ун чухне хальхи пек машинăсем çÿремен. Ирхине ирех çула тухрăм. Утатăп, утатăп… Чÿк уйăхĕнче кун кĕске. Хăвăртах тĕттĕмленет», — аса илчĕ Николай Иванович.

Кунĕпе утса ывăннăскерĕн канас та килнĕ. Анчах таврара пĕр ял та курăнман. Хирте улăм ури асăрханă. Ун тавра утса çаврăннă. «Кунта ман пек çÿрекенсем татах пулнă иккен. Вĕсем те, ывăннăскерсем, улăм купи ăшне кĕрсе выртса çывăрнă. Çав хÿтлĕхе вырнаçрăм. Унта ăшăнса ирчченех çывăрнă. Каç енне Башмаковăна çитрĕм», — калаçăва тăсрĕ ветеран. Çар комиссариатĕнче çĕр каçнă хыççăн Николай Пискуна Саратов облаçĕнчи сбор пунктне янă.

«Унта ман пек çамрăксем нумаййăн пуçтарăннă. Питĕ хытăскерсем пулчĕç. Эпĕ, икĕ талăк апат çименскер, выçса çитнĕ. Мана хайхискерсем пĕр татăк çăкăр та памарĕç», — терĕ Николай Иванович. Йĕкĕте салтака савнă хĕрĕ ăсатнă. Анчах çамрăксене пĕрле пулма шăпа пÿрмен. Николай Ивановичăн сасси, çамрăклăх çулĕсене куç умне кăларнă май, тунсăхлăн чĕтренсе илчĕ: «Ăна нимĕçсем вĕлернĕ. Ял çыннисене пурне те çырмана хăваласа пухнă та… персе пăрахнă».

14 мая 2024
09:24