«Ырă шухăш-ĕмĕтпе кăна пурăнмалла. Çынна усал сунма юрамасть. Унсăрăн йăлтах хăв патна каялла çаврăнса çитет. Санран тухнă кирек мĕн те — эсĕ. Ырри — ырăпа, усал — усалпа тесе ваттисем те ĕлĕкех каланă», — хăй те пурнăç çулĕпе самай — 85 çул — утса аслă ÿсĕмрисен йышне кĕнĕ Зинаида Васинева çапла чĕнÿпе пурăнать. Кирек кама та йăл кулса ăшă туйăм парнелеме тăрăшать вăл.

Тĕттĕм каçхине

«Пĕррехинче атте ĕçрен таврăннă та: «Амăшĕ, паян Раиса Дормидонтовна учителĕн упăшкине тытса кайрĕç. Ыран ман пата килеççĕ-тĕр», — тенĕ. Хайхи вĕрентекен хĕрарăмăн мăшăрĕ кам пулса ĕçленĕ-тĕр — пĕлместĕп. Пĕчĕк çынах пулман ахăр. Атте вара шкулта тăрăшнă, ачасене вĕрентнĕ. Кама-тăр юрайман пулĕ…

Капла лару-тăрура мĕн тумалла-ха? Маларах илсе кайнисен йĕрĕ те çухалнă-çке. Ăçта вĕсем? Нумай шухăшласа тăмасăр каçхине кукаçи лаша кÿлсе килет те аттене Сăр урлă каçарса Чулхула облаçне илсе каять. Ирхине килеççĕ — кил хуçи çук. Ăçта? Арăмĕ нимĕн те пĕлмест. Çапла кил хуçи хыççăн майĕпен ыттисем те Хĕрлĕ Чутайри Питĕркасси ялĕнчен кÿршĕ облаçри Пильна районĕнчи Наваты салинче пурăнма пуçланă. Часах, 1937 çулхи ака уйăхĕнче, эпĕ çуралнă», — çемье историйĕпе паллаштарать Зинаида Петровна.

Вĕрентекенре тăрăшакан ашшĕ Петр Осипович шалу уйăхра кĕмĕл 3 тенкĕ илнине те ас тăвать вăл. Ĕне туянмашкăн та шăпах 3 тенкĕ кирлĕ пулни те асĕнче çырăнса юлнă. Çапла Осиповсем çĕнĕ вырăнта тĕпленсе пурăнма пуçланă. Анчах та кунта нумайлăха тымар яман. Вĕрентекенре тăрăшакан арçын, семинарире вĕренсе тухнăскер, агитатор шутланнă. Турă майлă уççăн калаçман-ха вăл, анчах та хирĕçлемен. Çакă хăш-пĕр çынна килĕшмен. «Пĕррехинче тата шăллăм Виктор «Эпĕ Турра куртăм», — тесе чупса килнĕ. Хаçатри сăна курсан Турă вырăнне хунă ăна. Çакнашкал ĕç-пуç хыççăн аттене Чулхула облаçĕнче те пире такам сăтăр тума хăтланнине систернĕ. Улатăр районĕнчи Кувакино ялне куçма сĕннĕ. Унта пире кĕтсе илессе пĕлтернĕ».

Çапла çемье каллех çула тухнă. Çĕнĕ çĕрти пурнăçа хăнăхнă. Пилĕк стеналлă çуртăн пĕр пайне тара илнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсене те кунтах ирттернĕ. <...>

08 декабря 2022
18:11