«Тунсăхлама вăхăт пачах та çук. Сывлăх кăна пултăр. Ыратаканнисем ан чăрмантарччăр тата», — тет 79 çула пуснă Галина Деомидова. Шупашкарта пурăнаканскер çăва тухсан хула çывăхĕнчи пахчине куллен тенĕ пек васкать. Кунта хĕл каçмалăх пĕтĕмпех туса илет вăл. Хăярĕ те, купăсти те ăнса пулать унăн. Хĕллехи кунсенче те тунсăхласа лармасть вăл. Вăрăм каçсене кĕскетсе алă ĕçĕ тунипе кăна та лăпланмасть. Общество ĕçĕнче хастарскер «кĕмĕл волонтер» ята тивĕçнĕ. Хăйпе тантăшшисемпе хускану тума та çÿрет. Çакă, паллах, вăй-хал хушать. Çын хушшинче пулни те ырă витĕм кÿрет.

Çара уран…

Галина Кирилловна Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тарапай ялĕнче çуралса ÿснĕ. Романовсен çемйинчи пиллĕкмĕш ача пулнă вăл. Анчах та пĕр аппăшĕ 3 çултах вилнĕрен тăваттăмĕш пулса çитĕннĕ. Виçĕ пиччĕшĕ çумне кайран тата йăмăкĕ хутшăннă та — пиллĕкĕн пĕртăван ÿснĕ ачасем.

Кил хуçи Кирилл Михайлович, ялта ăна Кирюш тесе чĕннĕ, Австри вăрçинче пулнă. Хырăмлăх чирĕпе аптăраса ӳкнĕрен сакăр уйăхран арçынна килне янă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ вăхăтра мăшăрĕпе Васса Ефремовнăпа тылри çирĕп алă пулнă арçын.

«Ытла та пĕчĕк пулнăран вăрçă вĕçленнĕ саманта ас тумастăп паллах. Виççĕтăваттăра чухне урамра патак тытса вылянисем куç умне килеççĕ вара. Тепĕр тесен, выляма вăхăт та юлман. Те хĕрача пулнăран ĕçе ир хăнăхтарнă мана», — тет Галина Кирилловна ачалăхне таврăннă май. Çав вăхăтрах инкеклĕ самантсем те асне килеççĕ. 1952 çулта ялти шкул сукмакне такăрлатма пуçланă вăл. Хĕлле вара, Сурхури вăхăтĕнче, вĕсен кил-çурчĕ кĕлленнĕ. Ашшĕпе амăшĕ çав каç вăрмана вутă хатĕрлеме кайнă. Аслашшĕпе мăнукĕсене «хĕрлĕ автан» тыткăнĕнчен тухмашкăн кÿршĕ-арши пулăшнă.

«Хĕлсем питĕ сивĕччĕ ун чухне. Çуннă май карниссем йăтăнса анмах пуçланă. Чÿречерен урама çара уранах сикнĕ эпир. Çуртăн кăшкарĕ кăна юлчĕ, ытти пĕтĕмпех йăтăнса анчĕ. Йывăç пулсан та малти пайне штукатурка туса шуратнăччĕ. Çакна пула стенасем сыхланса юлнă. Вĕсене тул енчен те шуратрăмăр. Колхоз улăм пачĕ те — тăррине витрĕмĕр. Эпир, ачисем, аттен йăмăкĕ Васса мăнак патĕнче хĕл каçрăмăр-ха. Аттепе анне улăм витсе алăк лартрĕç, кăмакана юсарĕç те хамăр килтех пурăнчĕç. Çăва тухсан эпир те таврăнтăмăр. Çамрăклах çапла инкек те курма тиврĕ». <...>

Татьяна НАУМОВА.

12 января 2023
13:23