Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕшĕн Михаил Сорокиншăн Çĕнĕ çул уявĕ çитнĕ тесен те йăнăш мар. Çак кунсенче ун патне Хĕл Мучипе Юр Пике килсе парнесемпе савăнтарчĕç. Ырă кăмăллă асамçăсен вырăнĕнче вара Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин, Шупашкарти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комплекслă центрăн директорĕ Ренада Федорова пулчĕç.

Вăрмар районĕнчи Эçпепе ялĕнче çуралса ÿснĕ Михаил Григорьевич пурнăç тути-масине самай ас тивнĕ. Математика вĕрентекенĕ тăван шкула ĕçе вырнаçсан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Вăл пĕр тăхтаса тăмасăр хаяр тăшмана тĕп тума фронта тухса кайнă. Ахаль салтакран аслă сержант таран çитнĕ. Кенигсберг хулинче тăхлан пуля çаклатнă, çурăлса каякан вăрçă хатĕрĕн ванчăкĕпе аманнă. Кăкăр тулли медаль, тĕрлĕ награда ветеранăн. Çапах та юлашки çулсенче ăна çурт-йĕр ыйтăвĕ канăç паман. Çапах та Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин ăна пур енлĕн пулăшма шантарнă.

РЕНАДА ФЕДОРОВА: «Пирĕн хула администрацийĕ вĕсене тĕрлĕ ĕçсем туса парать. Паян Михаил Григорьевича ремонт туса панă тесен те йăнăш мар. Михаил Григорьевич калать, вĕсен шывсем çÿлтен кăштах кайкаланă. Пирĕн Алла Леонидовна Салаева пур ветерана та пулăшма тăрăшать. Кашни ветеран патне çитсе тав сăмахĕ калать».

Юсав ĕçĕсем ирттерсенех хваттер çуталса кайнă, мачча, урай çĕнелнĕ. Чÿречерен те çил вĕрмест, ăшă хатĕрĕсем те юсавлă ĕçлеççĕ. 97-ри ветеран савăннине пытармасть.

МИХАИЛ СОРОКИН: «Лайăх хваттер, ăна çĕнĕрен тунă пекех. Тавтапуç. Халь эпĕ савăнатăп». Хăнасем апат ăшăтмалли кăмака, Çĕнĕ çул сĕтелĕ валли тутлă çимĕçсем парнелерĕç.

30 декабря 2022
16:31

"Чăваш Ен" НТРК