«Экспресс-асаннесем» пулăшма хатĕр ("Чăваш Ен" НТРК сюжечĕ)

Кулленех вĕсем нумай ачаллă çемьесесне, йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесене пулăшма тăрăшаççĕ. Вĕсен чунри ăшăлăхĕ, пулăшăвĕ паян чылайăшне кирлĕ иккен. Хастар ватăсене «Экспресс-асаннесем» проект пĕрлештерет. Тулли мар мобилизацие лекнисен çемйисем те тимлĕхре. Ачасене садикрен илмелле-и е уçăлма тухмалла-и – «Экспресс-асаннесем» яланах пулăшма хатĕр. «Экспресс-асаннесенчен» пулăшу ыйтса черетлĕ шăнкăрав килчĕ. Шупашкарта пурăнакан хĕрарăм 11 уйăхри ачипе 2-3 сехет ларма ыйтать. Ку çăмăллăх хальхи вăхăтра уйрăмăх пĕлтерĕшлĕ.

РЕНАДА ФЁДОРОВА: «2017-мĕш çултанпа пирĕн 93 «экспресс-асанне» пулчĕ çак проектра. Паянхи куна вĕсем пирĕн 55 асанне. 68 ачана паянхи куна ĕнтĕ пулăшаççĕ çемьесенче. Вĕсем хушшинче çакă ĕнтĕ 8 çемье çак мобилизаципе кайнă ашшĕсен ачисем пулаççĕ ĕнтĕ. Чăнах та, унта пĕчĕк ачисем те пур, садике кайманнисем те. Садике каякансем те пур. пулăшу вăл, чăнах та, кирлĕ тесе шутлатпăр, мĕншĕн тесен çак «экспресс-асаннесем» вĕсем хăйсем пенси çине тухнă. Хăйсен ачисем ÿссе çитĕннĕ, внукĕсем ÿссе çитĕннĕ. Пирĕн питĕ нумай пĕлÿ пур. Çавсене парас тесе калаççĕ, çемьесене ачасене пулăшăр теççĕ».

Пĕчĕккисем патне çула тухиччен «экспресс-асаннесем» чи малтан çемьепе паллашаççĕ, психологпа канашлаççĕ. Луиза Илугина темиçе çул ытла ырă ĕç тăвакансен йышĕнче – «кĕмĕл волонтёр», 63 çулти кинеми кунта чун туртнипе килнĕ. Халĕ мобилизацие лекнĕ салтаксен çемйисене пулăшассипе ĕçлет. Ырă чунлă кинемее Угаринсен çемйи тÿрех кăмăлланă.

ОЛЬГА УГАРИНА: «Ман асаннепе асаттесем ялта та ĕнтĕ. Йывăр пулать ачана хампа илсе çÿреме. Кун пек «экспресс-асаннесем» пулни питĕ лайăх. Пĕрремĕш минутранах тенĕ пекех иккĕш лайăх калаçаççĕ, выляççĕ. Килтĕм те МФЦран çывăраççĕ иккĕш. Малтан ĕнтĕ шиклентĕм. Мĕнле çапла ют çынпа ачана хăвармалла тесе. Шăнкăравласа калаçса çавăн пек ĕçсене туса килтĕм».

Чун ăшшине çынсене парнелеме хăнăхнă Луиза Илугина пĕчĕккисем ырă тунине никамран лайăх туяççĕ. Çавăнпа та ачасемпе пĕр чĕлхе тупма çăмăл тет. Çитес вăхăтра пĕчĕк Эмилия çуралнă кунне паллă тăвĕ. «Экспресс-асанне» Угаринсен çемйине черетлĕ хут пулăшма хатĕр.



"Чăваш Ен" НТРК
30 декабря 2022
16:26
Поделиться