Шупашкарта кĕмĕл волонтерсен "Кĕмĕл чун" республика форумĕ иртрĕ

Шупашкарта кĕмĕл волонтерсен "Кĕмĕл чун" республика форумĕ иртрĕ

Яланах пулăшма хатĕр, ырă чунлă волонтерсене ЧР Пуҫлăхĕ Олег Николаев ăшшăн саламларĕ. Ырă ĕҫсем тунăшăн, пуҫаруллă пулнăшăн аслă ҫулсенчи волонтерсене тав турĕ.

Форума 200 ытла волонтер, ЧР Ĕҫлев министерствин ĕҫченĕсем хутшăнчĕҫ.

Уявра "Чи лайăх кĕмĕл волонтер" республика конкурсне пĕтĕмлетрĕҫ. Ҫĕнтерÿҫĕсене дипломсемпе, парнесемпе чысларĕҫ. "Волонтер-наставник" номинацире Шупашкарта пурăнакан Татьяна Тихонова мала тухрĕ. Вăл волонтер пулса 16 ҫемьери 28 ачана пулăшнă.



ИД "Хыпар"
06 октября 2022
15:03
Поделиться