Олег Николаев поздравляет с Днем социального работника

Олег Николаев поздравляет с Днем социального работника

Социаллă сферăн хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе саламлатăп!

Социаллă ĕçчен кунĕ – ҫыншăн тăрăшасси тĕп вырăн йышăнакан ҫăмăлах мар, анчах та пархатарлă профессие суйласа илнĕ, ырă кăмăллăхĕпе тата кирлĕлĕхĕпе палăрса тăракан ҫынсене тивĕҫлипе хисепе хунине тата сумлăн чысланине палăртмалли паха мел.

Паян социаллă хÿтлĕх парасси тата социаллă ыйтусене тивĕҫтересси–комплекслă майпа тата ятран тăваканĕҫ. Эсир нумай ачаллă ҫемьесене, сусăр ҫынсемпе ветерансене, пенсионерсене тата патшалăхран уйрăмах пулăшу кĕтекен ҫынсен ытти ушкăнĕсене пулăшатăр, ҫавăн пекех никампа чунне уҫса калаҫма май пулман ҫынсемпе курнăҫса вĕсен чун-чĕрине лăплантаратăр. Ҫак тивĕҫе ырă кăмăллăхсăр, хĕрхенÿлĕхсĕр, сăпайлăхсăр тата хăвăн ĕҫне чунтан юратнисĕр пурнăҫлама май ҫук.

Аслă ăру пурнăҫне пахалăхлăрах тата хăтлăрах тăвасси – патшалăхпа обществăн пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕ. Паян аслă ăрăва пулăшу памалли майсен анлă тĕсĕ  вăйра тăрать. Социаллă ĕҫченсем 60 ҫултан ас­лăрах кашни иккĕмĕш ҫынна патронаж мелĕпе асăрхаса тăраҫҫĕ. Чăваш Енре ачаллă ҫемьесене хутшăнтарса ҫулсерен социаллă пĕлтерĕшлĕ 300 ытла мероприяти пулса иртет. Социаллă хÿтлĕх сферинче вăй хуракансем хăйсен ĕçĕн тухăҫлăхне тăтăшах ÿстерсе пыма тăрăшаҫҫĕ, пулăшу тĕсĕсем йышланаҫҫĕ, хальхи технологисем ĕҫе кĕреҫҫĕ.    

Хастарлăхăрпа ырă кăмăллăхăршăн, ҫынсемшĕн тăвакан пархатарлă ĕҫĕршĕн тав тăватăп. Сире ҫирĕп сывлăх, телей тата яваплă ĕçĕрте ҫитĕнÿсем сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                                                Олег Николаев      

Уважаемые работники и ветераны сферы социального обслуживания!

Поздравляю вас с профессиональным праздником!

 

         День социального работника – дань уважения и достойное признание значимости и милосердия всех тех, кто выбрал нелегкую, но благородную профессию, основное предназначение которой – служить человеку.

         Сегодня социальная защита и социальное обслуживание - комплексная и адресная  работа с людьми. Вы оказываете помощь многодетным семьям, инвалидам и ветеранам, пенсионерам и другим категориям граждан, нуждающимся в особой социальной поддержке со стороны государства, а также людям, которым зачастую более всего необходимо простое человеческое общение и участие. Выполнение этой миссии невозможно без доброты, сострадания, такта, сопереживания и преданности своему делу.

         Сделать жизнь старшего поколения более качественной и комфортной - значимая для государства и общества задача. На сегодня действует достаточно широкий спектр мер поддержки старшего поколения. Социальные работники осуществляют патронаж каждого второго жителя старше 60 лет.

         Ежегодно в Чувашии проводятся более 300 социально значимых мероприятий с участием семей с детьми. Работниками сферы социальной защиты постоянно ведется поиск наиболее эффективных методов работы, расширяется спектр оказываемой помощи, внедряются современные технологии.

         Выражаю признательность за ваше неравнодушие, отзывчивость, благородное служение людям. Желаю вам крепкого здоровья, счастья и успехов в ответственном деле!

 

Глава Чувашской Республики                                              Олег Николаев



08 июня 2022
13:45
Поделиться