Пулăшу пур ( «Чăваш Ен» НТРК, «Республика» хыпарсен кăларăмĕ. 17.03.2022)

Пулăшу пур ( «Чăваш Ен» НТРК, «Республика» хыпарсен кăларăмĕ. 17.03.2022)

«Йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшмалла», – çапла каласа Чăваш Енре пурăнакансем Луганск тата Донецк халăх республикисенчен куçса килнисене, Донбасра пурăнакансене пулăшма тăрăшаççĕ. Кунта волонтерсен тÿпи пысăк. Ырă ĕç тăвакансен йышĕнче аслă ăрурисем те пур. «Кĕмĕл» волонтерсем патĕнче Алина Сусметова пулчĕ.

Икĕ эрне ĕнтĕ Шупашкарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта алăксем хупăнмаççĕ. Аслă ăрурисем ырă ĕç тума васкаççĕ. «Кĕмĕл» волонтерсем тум-тир, апат-çимĕç илсе килеççĕ. Çаксем пурте Донецк тата Луганск халăх республикисенчен куçса килнисем тата Донбасра юлнисем валли.

ГАЛИНА ЗОРИНА: «Пĕтĕм Раççей пулăшать. Эпир те пĕчĕк те пулин пулăшу пултăр тесе çакăнта япаласем илсе килетпĕр. Çак инкеке лекекен çынсене мĕншĕн пулăшмалла. Вĕсен тăхăнмалли те çук, выртмалли те çук, вĕсене пĕтĕмпех кирлĕ. Кирек мĕнле çын та инкеке лекме пултарать. Вĕсене пулăшасчĕ, вĕсем ытлашши хур ан курччăр. Ачисене питĕ шел. Вĕсем питĕ тунсăхлă пăхаççĕ».

Çи-пуç тасатмалли порошок, сахăр, кĕрпе, типçу, супăнь тата ытти те. Карçинкка тулсах тăрать, пĕрре те пушă мар.

ИРАИДА УЛЯНДЫ: «Хальхи вăхăтра Луганск, Донецк республикăсенчи халăха çăмăл мар. Çавăн пирки кам мĕн илсе килме пултарать, хамăр та илсе килетпĕр. Йывăр вăхăтра, вĕсене халь йывăр, пĕр-пĕрне пулăшни пархатарлă ĕç тесе шухăшлатăп».

«Кĕмĕл» волонтерсем хăйсем те япаласем илсе килеççĕ, çавăн пекех ыттисене те ырă ĕç тума явăçтараççĕ. Вĕсем пулăшнипе комплекслă центр кĕске вăхăтрах 49 çынран япаласем йышăнма ĕлкĕрнĕ. Халĕ 3-мĕш парти ăсатма хатĕрленеççĕ.

Алина Сусметова, Павел Иритков, Сергей Емельянов.

P.S. «Кĕмĕл» волонтерсем çинчен тата гуманитарлă пулăшу пирки Шупашкарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центр ертÿçи Ренада Федорова эрнекун «Эрне» кăларамра тĕплĕнрех каласа кăтартĕ. 



Телесюжет кунта...
18 марта 2022
10:22

"Чăваш ЕН" НТРК

Поделиться