Ҫамрăксем те, ваттисем те инкеке хăйсенни пек йышăнаҫҫĕ

Ҫамрăксем те, ваттисем те инкеке хăйсенни пек йышăнаҫҫĕ

Украинăра пулса иртни, паллах, пурне те пăшăрхантарать. Ҫак йывăр лару-тăрура пирĕн пата тарса килнисене те, хĕрÿ вырăнта пулнисене те пулăшу кирлĕ. Ҫавна шута илсе тĕрлĕ пĕрлешÿ гуманитари пулăшăвĕ пухма тытăннă. Халăха социаллă пулăшу кÿрекен Шупашкарти комплекслă центра ҫÿрекен "кĕмĕл" волонтёрсем те ҫак пархатарлă ĕçе хăйсен тÿпине хываҫҫĕ. 

Ку центра 200 ытла "кĕмĕл волонтер" ҫÿрет. Вĕсем кунта пуҫаракан мĕнпур проекта хутшăнаҫҫĕ: йывăр лару-тăрăва лекнĕ ҫемьесенчи пĕчĕк ачасене пăхаҫҫĕ, концертсем хатĕрлеҫҫĕ тата ытти те. Гуманитари пулăшăвĕ пухас ĕҫре те вĕсем хастар. Паянхи кун тĕлне тĕп хула ҫыннисем центра нумай япала кÿрсе килнĕ. Вĕсен йышĕнче теттесем те, куллен усă курмалли япаласем те, тум-тир те. Чăваш Енре Донбасс валли гуманитари пулăшăвĕ пухакан ĕҫлĕ ушкăн йĕркеленĕ. Ăна Республика Пуҫлăхĕн администрацийĕн ертÿҫи Вячеслав Борисов ертсе пырать. Ҫавăн пекех "Пĕрле" фонд укҫа пуҫтарма пуҫланă. 

Надежда Александрова, Диана Иванова, Михаил Солин, Святослав Петров.



11 марта 2022
11:24
Поделиться