«Юратать, юратмасть...» (газета «Чăваш хĕрарăмĕ», № 44 (1221), 11.11.2021 г.

«Юратать, юратмасть...» (газета «Чăваш хĕрарăмĕ», № 44 (1221), 11.11.2021 г.

...Çул çитмен çамрăк килтен тăтăш тухса каять. Вăл ăçта кампа çÿренине çывăх çыннисем те пĕлмеççĕ. Хайхискер амăшĕ ăса вĕрентнине итлесшĕн мар. Аçаçури калани пуш сăмах вырăнĕнчех уншăн.

«Статистикăна пăхас тăк — ятарлă органсенче шута илнĕ çул çитмен çамрăксенчен нумайăшне тăван мар ашшĕ е амăшĕ çитĕнтерет. Вăхăт иртнĕçемĕн килте тĕрлĕ сăлтава пула хирĕçӳ сиксе тухать. Тен, çывăх çыннăн юлташ тупăнни, унпа пĕрле пурăнма лекни килĕшмест ачана? Юттине йышăнасшăн мар вăл. Паçăрхи тĕслĕх патне каялла таврăнса çакна палăртас килет: ку çемьепе психолог ĕçлет. Килти лару-тăрăва лайăх енне улăштарас тĕллевпе ШĔМ ĕçченĕсене те, медицина тытăмĕн специалисчĕсене те явăçтаратпăр», — каласа кăтартать Шупашкарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центрăн çемьепе тата ачасемпе ĕçлекен уйрăмăн ертÿçи Алла Дмитриева. Кунта «Çемье çыхăну центрĕ» грант проектне пурнăçа кĕртеççĕ. Çак ĕç йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене пулăшу кÿрекен фондăн конкурсĕнче çĕнтернĕ.

Тăватă ачаллă тулли мар çемье, сăмахран, республикăн пĕр районĕнчен Шупашкара тинтерех куçнă. Тĕпренчĕксен амăшĕ саккунсăр упăшкапа пурăннине, ку йыш хваттер тара илнине, хĕрарăм ĕçкеленине социаллă центра пĕлтернĕ. Çавăнпах специалистсем ку çемьене хăйсен хÿттине илме тĕв тунă. Амăшĕпе телефонпа çыхăннă. Вăл малтан калаçма килĕшнĕ, кайран çыхăнăва татнă. Центр ĕçченĕсем йышлă çемье пурăнакан хваттере çитнĕ. Ун чухне хĕрарăм эрех ĕçни палăрнă. Çавăнпах çак çемьене куçран вĕçертмеççĕ вĕсем. Çитменнине, ачасен амăшĕ урăх хваттер шыранине пытарман. Ăна, чи малтанах, нарколог пулăшăвĕ кирлĕ.

Алла Владимировна йывăр лару- тăрăва лекнĕ, нумай ачаллă çемьесенчи пепкесене, йĕркене пăсма пултаракан ушкăнри тĕпренчĕксене социаллă центрта вăхăта усăллă ирттерме пулăшнине калать. Вĕсене ал ĕç тума хăнăхтараççĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмрисем валли викторина, конкурс, спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеççĕ. Ачасемпе психологсем ĕçлеççĕ.
Ывăл-хĕрĕн çывăх çыннисене те айккинче хăвармаççĕ. Проектпа килĕшÿллĕн, «Çемье А-ран пуçласа Я таранччен» клуб уçнă. Çакăнта çемье пурнăçне ырă витĕм кÿрекен специалистсене ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулăва чĕнеççĕ. Тĕслĕхрен, нарколог сăмах илет. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шкул ачисен çывăх çыннисемпе психолог тĕл пулнă. Ыйту-хурав форматпа калаçу йĕркеленĕ.

Социаллă центрти волонтерсем те çак ĕçе хăйсен тÿпине хываççĕ. Халăх йышлă çÿрекен вырăнсенче брошюрăсем валеçеççĕ. Унти сĕнÿ-канаш инкекрен сыхланма пулăшасса шанас килет.

Ку тытăмри специалистсем нумай программăна пурнăçа кĕртнине каласа хăвармалла. Сăмахран, декретри амăшĕсемпе тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Пепкесем валли ăсталăх лаççисем ĕçлени витĕмлĕ. Çакăнта, сăмахран, тĕрлĕ мелпе ÿкерчĕк хатĕрлеме май пур. <...>



Газета "Чăваш хĕрарăмĕ"
15 ноября 2021
09:40
Поделиться