Пĕччен юлсан... («Чăваш хĕрарăмĕ», 34 (1211) №, 02.09.2021)

Пĕччен юлсан... («Чăваш хĕрарăмĕ», 34 (1211) №, 02.09.2021)

Çурла уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкарта пурăнакан арçын: «Çынсем, çăкăр парса пулăшăр», — тесе çырни хулара шăв-шав çĕклерĕ. Пулăшу ыйтса çырнă хута вăл чÿречерен кăларса çурт стени çине вырнаçтарнă. Социаллă сетьсенче пĕлтернĕ тăрăх, çакăн хыççăн ырă кăмăллă çынсем апат-çимĕç пырса панă ăна. Çапах çакнашкал лару-тăру мĕнле майпа сиксе тухнă-ши? Çакна уçăмлатас тĕллевпе çула тухрăмăр. Шупашкарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центрăн ертÿçин çумĕ Вера Александрова каланă тăрăх, халĕ çак тытăм ĕçченĕсем арçынна хăйсен хÿттине илнĕ, икĕ пÿлĕмлĕ хваттере йĕркене кĕртнĕ. Арçын яваплă службăсенчен пулăшу ыйтман. Çавăнпах çакнашкал тĕслĕх çинчен патшалăх учрежденине чи малтан пĕлтерме ыйтать Вера Александрова, çапах та кÿршĕсем йăлтах курса-пĕлсе тăраççĕ-çке. Çавна май инкеке лекнĕ çынна вăхăтра пулăшма пулать.

Кăнтăр-хĕвел анăç районĕнчи нумай хутлă çуртра вырнаçнă хваттер алăкне питĕрменччĕ. Пире çак подъездра пурăнакан хĕрарăм кĕтсе илчĕ. Туалетра шыв юхнине пула сантехника чĕнсе илнĕ вăл.

Çăкăр пама ыйтнă

Кил хуçи диван çинче ларать. Унăн пĕр урине гипсланă, тепри — шыçăннă. Юнашарах костыль хунă. Арçын хăйĕнпе кăмăлтанах паллаштарчĕ. Владимир Григорьев Шупашкарта çитĕннĕ пулсан та чăвашла таса калаçать. Маларах кайса çакна палăртмалла: ÿпки шыçнине пула ăна «Васкавлă пулăшу» машинипе больницăна илсе кайнă. 10 кун сипленсен арçыннăн киле таврăнас килнĕ. Хăй каланă тăрăх, больницăран кăларманнине кура тарма шухăшланă. Алă айĕнчи япаласенчен вĕрен хатĕрлесе виççĕмĕш хутран анма хăтланнă. Анчах çĕре ÿкнĕ. Çавна май ура кĕллине хытах суранланă, шăммине хуçнă.

Кил хуçи больницăра сипленнĕ вăхăтра унăн хваттерĕнче йыттисем виçĕ кун хуçаланнă. Выçса çитнĕскерсем апат шыраса йăлтах чĕрмелесе пĕтернĕ, хатĕр-хĕтĕре салатнă, пÿлĕмсене вараланă. Владимир Григорьевăн тăватă ураллă тусĕсене пулăшас тĕллевпе кÿршисем тĕрлĕ ведомствăпа çыхăннă. Юлашкинчен йытăсене чĕр чуна йышăнакан ятарлă вырăна вырнаçтарнă.

68 çулти Владимир Григорьев костыльпе утма хăнăхайман-ха. Апла пулин те упаленсе кухньăна çитет. Пуканпа газ плити çумне ларать. Социаллă ĕçчен апат пĕçерсе хăварать пулин те хăй те тем янтăлать. Ахăртнех, хăйне кăна шанма хăнăхнă вăл. Эпир пынă чухне вермишель пĕçерсе лартнăччĕ.

2016 çулччен амăшĕпе пурăннă вăл. «Ватăлнине пăхмасăр вăр-вар çÿретчĕ», — теççĕ хĕрарăм пирки кÿршисем. Вăрăм ĕмĕрлĕскер тăхăр вун пĕр çула çитнĕ. Амăшне пытарнă хыççăн ывăлĕ хуçасăр йытăсене хăйĕн хÿттине илнĕ, хваттере кĕртнĕ. Арçын çут çанталăка юратнине, хĕлле те вакра шыва кĕнине калать. Тивĕçлĕ канăва тухнăскер йытăсемпе кунĕпех вăрманта уçăлса çӳренĕ. Çакăнта кашниех хăйне хăтлă туйнă. Çавăнпах 6 йытă усрани кÿршисене чăрмантарман. Ватлăха кура пенси тата виççĕмĕш ушкăн су-сăрне тивĕçекен тÿлев пысăк çак йыша тăранса пурăнмалăх çитнĕ. Сăмах май, арçын эрех-сăрапа иртĕхмест.

«Мĕншĕн çемье çавăрман?» — ыйтмасăр чăтаймарăм унран. «Пĕр хĕре юратнăччĕ. Анчах чиперкке çемье çавăрмашкăн мана мар, теприне суйларĕ. Çакăн хыççăн урăх никама та савман», — хуравларĕ хваттер хуçи. Мăшăрланасси тавра амăшĕ те пĕрре мар калаçу пуçарнă унпа. Çапах тĕпренчĕкне ÿкĕте кĕртеймен.

Владимир Григорьевăн иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ ялта пурăнать. Хĕрарăм хăй те, унăн ачисем те тăванĕ патне килсе çÿреççĕ. Çавăнпах ăна пĕччен юлнă тееймĕн. Чирлени çинчен вĕсене пĕлтерме пултарнă-ха та. Анчах арçын телефон туянман. Вăл унпа усă курма пĕлмест. Çак хатĕр пурнăçне çăмăллатнине ватă çын шута илесшĕн мар. Арçын сывалса çитсен каллех йытăсем усрас шухăшлă. Малтанхи пекех çут çанталăк ытамĕнче чун канлăхне тупма ĕмĕтленет вăл.

Владимир Григорьев больницăран киле таврăннине кÿршисем курман. Утса çÿрейменнине пĕлнĕ пулсанах тĕрев парĕччĕç- тĕр. Ку çуртра ырă кăмăллă çын сахал мар. Çакна сантехникпа çыхăннă Нина Вячеславовнăн тĕслĕхĕ те çирĕплетет. Малтан та лайăхах хутшăннă вĕсем.

Арçын пуян пурăнать тееймĕн. Турăш пур. Амăшĕн сăн ÿкерчĕкне типтерлĕ упрать вăл. Малтан сарлака сакка аса илтерекен хĕсĕк диван çинче выртса тăнă. Уншăн пĕрре те ÿпкелешмест хăй. Халĕ меллĕрех пултăр тесе социаллă ĕçченсем урăх диван пырса панă ăна. Кухньăри çӳлĕк çинчи кĕрпе савăчĕсене тултарнă. Сивĕтмĕш те пушă мар. Шăн пĕлĕм тÿрех куç тĕлне пулчĕ. Кушакăн çатăркари апатне, ахăртнех, кил хуçи маларах туяннă. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.



02 сентября 2021
16:19
Поделиться